Яковлван веренекенесем

advertisement
Чăваш Республикин Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерстви
Питĕшкассинчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкул
Ĕçе пурнăçлаканĕ:
Питĕшкассинчи пĕтĕмĕшле
вăтам пĕлÿ паракан
шкулти
Михайлова Екатерина
Ертÿçи:
Чăваш чĕлхипе
литературине
вĕрентекенĕ Макарова
Наталия Михайловна
Питĕшкасси – 2008 ç
1. Кам – ха вăл И.Я. Яковлев?
2. Чĕмпĕр чăваш шкулĕ уçăлни.
3. Чĕмпĕр шкулĕн поэчĕсем, писателĕсем,
драматургĕсем, артисчĕсем, композиторĕсем.
Кам – ши вăл
И.Я. Яковлев?
Геннадий Волков - педагогика ăслăлăхĕсен
докторĕ, академик
И.Я. Яковлев ĕçĕсене пĕтĕмĕшле хаклас пулсан ун пирки, чăнах та,
наци геройĕ тени пĕрре те ытлаши сăмах мар. Вăл вăх хунине пула, вăл
çине тăрса тăрăшнипе чăваш шкулĕсен шучĕ революцичченех Атăл
тăрăхĕнче пин те икçĕре çитнĕ. Вăл уçнă пĕрремĕш шкултан чăвашсен
малтанхи революционересем, композиторесем, сăваçисемпе
писателесем вĕренсе тухнă. Хă вăл пĕр вăхăтрах писатель, педагог,
тăлмач, редактор, историк, этнограф, фольклорист, философ, психолог
пулнă.

Кăсал ака уйăхĕн 25 – мĕшĕнче аслă просветитель – демократ,
энциклопедист - ăсчах, гуманист – педагог, чăваш литературин
классикĕ, унăн никĕсне хываканĕ, чăваш хресченĕсене политика,
экономика тата ăс – хакăлпа нравственность тĕлĕшĕнчен
хавхалантараканĕ И.Я. Яковлев çуралнăранпа 160 çул çитет.
И.Я. Яковлев пурнăçĕпе тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе эпĕ
«И.Я. Яковлев вĕренекенĕсем» темăна суйласа илтĕм. Çак
темăпа ĕçленĕ май , чăнах та, эпĕ И.Я. Яковлев чăвашсемшĕн
мĕн тери хаклă çын пулнине пĕлтĕм. Унăн еçĕ – хĕлĕ XIX ĕмĕр
иккĕмĕш çурринче тата XX ĕмĕр уратинче пçланнă. И.Я.
Яковлев хăйĕн чи паха ĕмĕтне пурнăçлас - чăваш нацине
çĕклесе ăна вырас халахен культурипе çывăхлатса , пĕр пĕринпе хутшăнтарса пурăнтарас çул – йĕр çине тăнă. Вăл 140
çул каялла, 1868 çулта, хăйĕн çак ĕмĕтне пурнăçлать –
пурнăçлатех – Чĕмпĕр чăваш шкулне йĕркелет.

Чĕмпĕр чăваш шкулĕ революциччен чăваш
халахĕшĕн университет та, академи те, консерватори
те, театр та.
Чĕмпĕр чăваш шкул ĕ
Музей «Чĕмпĕр чăваш
шкулĕ»
А.В. Рекеев - пĕрремĕш вĕренекен
Çак шкулта пĕрремĕш вĕренекен
хăйсен ялĕнчи Алексей Васильевич
Рекееев пулнă. 19 çулхи Рекеев
Яковлев ÿкĕтленипе тăван килĕнчен
вăрттăн Чĕмпĕре вĕренме тухса каять.
1868 çулхи юпа уйăхĕн 28 – мĕшĕнче
И.Я. Яковлев Алексей Рекеева
пĕрремĕш урок парать. Çак кун ĕнтĕ
Чĕмпĕрти пĕрремĕш чăваш шкулĕ
уçăлнă кун шутланать.
Кĕçĕх çак шкултан чăваш ялĕсенче
ĕçлеме пултаракан учительсем
вĕренсе тухма пуçлаççĕ. Анчпх та
Яковлев шкулĕнчен учительсем çеç
маар, писатель, поэт, артист,
композитор сахал маар вĕренсе тухнă.
К.В. Иванов – чăваш литературин классикĕ
КонстантинИванов – ăста куçаруçă. Вăл Кальцовпа
Некрасовăн, Огарёвпа Майковăн хăш-пĕр сăввисене,
Лермонтовăн «Иван ĕмпÿпе çамрăк сыхлавçă тата
сатур Калашник çинчен хунă юрă» поэмăна тата 7
сăввине куçарнă. Çавăн пекех Мĕтри Юман 1935ç.
«Натиск» журналта К. Иванов Л.Толстойăн
«Кавказра тыткăнра пурăннă çын» повĕçне куçарни
çинчен хыпарлать. Унтах поэт А. Грибоедовăн «Ăса
пула инкек» камитне куçарма тытанни çинчен
асăннă. Унсăр пуçне Иванов х ă й те «Икĕ хĕр»,
«Тим ĕ р тыл ă», «Т ă л ă х ар ă м» сăвăсем хайланă.
Константин Ивановăн чи çуллĕ шайне кă тартакан
произведени в ă л - «Нарспи» поэма. Ку поэма сут
тенчене тухнăранпа кăçал шăпах ĕнтĕ 100 çул. Ку
поэма 1908 ç. «Чăваш халапĕсем» кĕнекере
пичетленсе тухать, кĕçех поэмăна инсценировкăласа
параççĕ. 1920 ç. «Нарспи», «Шурăмпуç» журналта
пичетленет, тепĕр икĕ çултан М. Данилов çырнă
«Нарспи» пьеса тухать. Халĕ ку поэмăна 22 чĕлхене
куçарнă, ăна чикĕ леш енче те пĕлеççĕ. Ун
тăрăх оперăсем сырнă.
К.В. Иванов 1913 ç. пĕрремĕш хут М.И. Глинкăн
«Иван Сусанин» оперине çцена çине
кăлараканĕ.
1890-1915
К.В. Иванов тата И.Я. Яковлев «Нарспи» поэма вулани
Тайăр Тимкки – чăвăшсен чи
малтанхи
революциллĕ сăвăçи







Тайар Тимкки – Тимофей Семёнович Семёнов – 1889 çулхи январĕн
27-мĕшĕнче Тутар республикинче, Пăва районĕнчи Шĕмек ялĕнче
çуралнă. Тайăр Тимкки Чĕмпĕр шкулĕнче икĕ çул хушши К.Ивановпа
пĕрле вĕреннĕ, пурăнасса та пĕрлех, шкултах пурăннă. Вĕсемпе пĕрле
вĕреннĕ ватă учитель Г.И.Ильин çапла аса илет:
К.В.Ивановпа юнашарах пĕр партăрах, малти партăран шутласан
виççĕмĕшĕнче, Тимофей Семёнович ларчĕ. Тимофей Семёнов,
шурăрах питлĕ ача, пĕвĕпе К.Ивановран кăшт çуллерехчĕ, çулĕ те унăн
ытларах пулнă. Т.Семёнов çийĕнче яланах тенĕ пек симĕс çитсă
кĕпеччĕ, урисенче çăпата.
Тимофей Семёнов та, Константин Иванов та кĕнекесем нумай
вулатчĕç, халапсем калама та, итлеме те юрататчĕç.
1905 ç. революцилле демонстрацине хутшăннăшăн ăна шкултан
кăларса янă. Вăл вара Хусана тухса кайнă. Поэтăн чи пирвайхи
«Çăлăнăç» ятлă сăвви 1906 ç. «Хыпар» хаçатра пичетленнĕ. Каярахпа
унăн çакăн пек сăввисем кун çути курнă: «Чаплă вилĕм юрри»,
«Шухăш», «Паян», «Çĕнĕ çул», «Татăк çăкăр тупасшăн» т. ыт. те.
Тайар Тимкки прозăпа та çырнă: «Çутта тухасчĕ», «Пурнăç çутти» калавĕсем.
Çавăн пекех вăл «Интернационал», «Варшавянка» революцилле
юрăсене чăвашла куçарнă.
Чăвашсен чи малтанхи
хĕрарăм поэчĕ.



Ваççа Аниççи – Анисия Васильевна Васильева –
Княгинина 1893 çулхи январĕн 6-мĕшĕнче
Ульяновск облаçĕнче, Чăнлă районĕнчи Анатри
Тимĕрçен ялĕнче, чухăн хресчен семйинче
çуралнă. 1905-1906 çулсенче Чĕмпĕрти чăваш
шкулĕнче вĕреннĕ. Кунта вăл К.Ивановпа, Тайар
Тимккипе, Н.Шупуççыннипе паллашнă. А.Пушкин,
М.Лермонтов, Н.Некрасов, А.Толстой
произведенийĕсене юратса вуланă. Çакăн хыççăн
хăй те сăвăсем çырма тытăннă. Унăн чи малтанхи
сăвви «Ялта» ятлă, вăл 1907ç. «Хыпар» хаçатра
пичетленнĕ. Унăн паллăрах сăввисем: «Кам наян,
кам ĕçчен?», «Хура халăх вăранĕ», «Усал пуп»,
«Хĕрачана вĕренме ямаççĕ» т. ыт. те.
Çавăн пекех Ваççа Аниççи калавсем те çырнă:
«Тăлăх арăм», «Хура пÿрте», «Кирук»,
«Ыйткалакансем», «Шкулта» т. ыт. те.
Тăван литературăна аталантарас ĕçĕ активлă
хутшăннăшăн Чăваш АССР Верховнăй Совет
Президиумĕ Ваççа Аниççине хисеп грамотипе
наградăланă.
1892-1974
Пĕрремĕш революци çулĕсенче
литература ĕçне пуçăннă çамрăк.




Николай Васильевич Васильев 1889 çулхи ноябрĕн 28-мĕшĕнче,
Шупашкар районĕнчи Иккассинче çуралнă. Чĕмпĕр чăаваш шкулĕнче
К.Ивановпа тата Тайар Тимккипе паллашнă. Вĕсем пураннă урам
Шупуç ятлă, çавăнпа сăвăçă хăйне Шупуççынни тенĕ.
И.Я.Яковлев К.В.Ивановпа Н.В.Шупуççыннине вырăс писателĕсен
паллăрах произведенийĕсене куçарма канаш панă. Шупуççынни
М.Лермонтавăн «Виçĕ пальма», «Тавлашу», «Казак майрин юрри»
тата «Палестина турачĕ» сăввисене чăвашла куçарнă. «Хитре чĕкеç»,
«Аслă суеçĕ», «Вĕри çĕлен» ятлă сăвăлла юмахсем, «Хунар çути»,
«Янтрак янтравĕ» поэма çырнă. Ф.Павлов икĕ тус çине тăрса ĕçлени
çинчен çапла асăнса çырнă: «Икĕ тус. Икĕе поэт … ывăнма пĕлмесĕр
ĕçлеççĕ. Ир пуçласа каçчен. Хăш чухне хайсен пулĕмне питĕрĕнсе
лараççĕ те виç каçчен çын куç умне тухса куранмаççĕ: çаплах çыраççĕ,
çаплах вулаççĕ, саплах ĕçлеççĕ. Шкулти «йĕкехуресем» ун пек чух
И.Яковлевича кайса элек параççĕ: «Поэтсем çухалнă, хулари путсĕр
вырăнсенче çапкаланса çÿуреççĕ пулмалла» - теççĕ. Вара
И.Яковлевич çĕмĕрĕлсе анать: «Кÿртĕр, пÿтсĕрсем, кÿртĕр! Ăçта эсĕр,
разбойниксем?» - тесе хартлатать.
Шупуççынни Чĕмпĕрте К.Ивановпа пĕрле пурăнса, унпа пĕрле
чăваш çыннин ырă пуласлăхне ĕмĕтленнĕ, тăван литературăпа
искусстви, культурипе çутĕçĕ пирки тĕрлĕ шухăш çавăрнă. Ĕмĕчĕсем
вĕсен пысăк пулнă. К.Иванов опера вали либретто çырасси çинчен,
академире вĕренсе художника тухасси çинчен шухăшланă,
Шупуççынни театр валли пьеса çырасшăн пулнă. Шупуççынни çавăн
пекех шкул ачисемпе пĕрле «Хамăр ял» литература журналĕ каларнă.
Ку вăл алăпа çырнă малтанхи литература журналĕсенчен пĕри пулнă.
Шупуссынни прозăпа та ĕçленĕ: «Дезертир», «Çĕнĕ çĕпре»,
«Кĕтмен кучченĕç» калавсем тата «Ишек» - повесть.
1889-1942
Никифор Михайлович Охотников
Никифор Михайлович Охотников 1860
çулхи мартăн 8 – мĕшĕнче Тутар
республикинче, Чистай районĕнчи Чăваш
Шупашкарĕ ятлăялта çуралнă.
1874 – 1879 çулсенче Чĕмпĕрти чăваш
шкулĕнче вĕреннĕ. 1880-1888 çулĕснче
Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче математикăпа
естествознании вĕрентсе пурăннă. 1888
çулта Н. Охотников хусанти университетăн
математика факультетĕнче вĕренме
тытăннă, анчах та вĕренсе тухмалли виçĕ
уйăх юлсан вăл туберкалёз чирĕпе чирлесе
1892 çулхи январĕн 29 – мĕшĕнче вăхăтсăр
вилсе кайнă.
Н. Охотников чăвашсем çинчен
этнографилле виçĕ очерк çырса хăварнă:
«Грамота среди чуваш», Приволжские
чуваши», «Записки чувашина о своем
воспитании»
1860-1892
Трубина Мархви – совет саманинче кĕнеке
çырма пуçланă пĕрремĕш чăваш хĕрарăмĕ.




Марфа Дмитриевна Трубина 1888 çулхи
августăн 21 – мĕшĕнче Куславкка районенчи
Аслă Куснар яленче хресчен çемйинче суралнă.
Ялти шкултан вĕренсе тухна хыççăн Чĕмпĕрти
учительсем хатĕрлекен чăваш шкулĕнче
вĕренннĕ. Кунтан вĕренсе тухсан вăл земство
шкулĕнче ĕçлеме тытăнать. Унăн пĕрремĕш
произведенийĕ – вырăсла сăвă «Над
колыбелью».
Трубина Мархви литература ĕçне 20 – мĕш
çулсен пуçламăшĕнче тытăннă. Çак вăхăтра
çырнă хайлавсем: «Эрех çулĕ», «Хăнаран», «Ĕç
тухмарĕ».
Ача – пăча литературин никĕсне хывас тата ăна
аталантарас тĕлĕшпе те Трубина Мархви нумай
вăй хунă. «Хĕрлĕ галстук», «Хĕллехи каçсенче»,
«Ял тăрăх» т.ыт.та хайлавсем çырнă.
Драматурги енĕпе çырнă пьесăсем: «Çĕр
чĕлхи», «Килет», Телейсĕр хĕр».
1888 - 1956
Иван Николаевич Юркин –
чăвашсен малтанхи прозаикĕсенчен пĕри.
Иван Юркин 1863 ç. Тутар республикинчи, Пăва
районенчи Пÿркел ятлă Ялта çуралнă. Малтанах
Юркин удельни шкулĕнче вĕренет. Кунта вĕреннине
çапла аса илет:
«Манна авалхи мелсемпе вĕрентнĕ. Учительсем
чăвашла пĕлместчĕç. Шкула çÿрени те пирĕн
вĕренессишĕн маар, ятне тăвассишĕн - çăпата
çĕтни çе – пулнă. Вулама та , çырма та эпир пÿтлĕ
хăнăхайман, кĕлĕсене пăхмасăр калама
вĕренниччен ытла урăххине вĕрентеймен»
1875 ç Юркин Чĕмпĕр чăваш шкулне вĕренме кĕрет,
кунта вăл 1880 ç вĕренет.
Литература ĕçне И.Н. Юркин 1876 – 1880 çç.
пуçăннă. 1886 ç. «Асамат кĕперĕ» ятлăкалавсем
çырнă. Ун хыççăн тата икĕ пысăк произведении «Этем пырĕ тутă та , куçе выçă», «Мул» çырнă.
1863 - 1943
Драматургсем
Михаил Федорович Акимов –
драматурги жанрĕн никĕсне
хываканĕ
Михаил Федорович Акимов 1884 çулта
Тутар республикинче, Теччĕ районĕнчи
Таяпа ялĕнче, чухăн хресчен çемйинче
çуралнă. Хăсен ялĕнчи пуçламăш
шкулта, Чĕмпĕрти учительсем
хатĕрлекен чăваш шкулĕнче вĕреннĕ.
Кунта вăл Тайăр Тимккипе паллашнă,
революциллĕ шухăш - кăмăллă çамрăк
семпе çывăх пулма тăрăшнă.
 1906 ç «Хыпар» хаçатра Акимовăн
пĕрремĕш произведенийĕ - «Кĕтÿ
пухăвĕ» ятлă пĕчĕк калавĕ пичетленсе
тухнă. М. Акимов çырса хăварнă илемлĕ
произведенисенчен «Шÿт туни»
сатирăллă новеллăпа «Тĕлĕнмелле»
памфлет тата «Ялти пурнăç» пьеса
паллă вырăн йышăнаççĕ.
 «Ялти пурнăç» пьеса – чăваш
литературинче драма жанрĕпе çырнă
пĕрремĕш произведении.

1884-1914
И.С. Максимов Кошкинский – чăваш театрĕн мăн аслашшĕ,
пĕрремĕш актĕр тата режиссĕр, драматург, кино ÿкерекен.




Максимов Кошкинский 1893 ç. Тутар республикинче, Теччĕ
районĕнчи Кăнна Кушкинче çуралнă. Ялти икĕ класлă шкулта ,
Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче , Хусанти художество шкулĕнче
вĕреннĕ.
Унăн литературăри ĕçĕ – хĕлĕ чăваш театăрне йĕркесе ярассипе
çыхăннă. 1918 ç. Хусанта Максимов – Кошкинский пуçарăвĕпе
чăвашсен пĕрремĕш театрĕ çуралнă. Артистсем А. Островскин «
Ху пурăнас килнĕ пек ан пурăн» ятлă пьесине чăвашла лартса
панă.
1920 ç. Чăваш театрĕ Хусантан Шупашкара куçнă. Кунта та
нумай çул хушши унан директорĕ пулса ĕçленĕ. 1933 ç. Ăна
Чăваш халăх артисчĕ ятне панă.
Драматургăн чи пирвайхи пьеси - «Хум» пĕр пайлă трагедии.
Ун хыççăн вăл татăшах çĕнĕрен те çĕнĕ пьесăсем калапланă:
«Ăру вĕçĕ», «Ачамăрсем», «Сатурпа Илем», «Савнисем»
«Сенкер двойка», «Çĕмĕрт çеçки çурăлсан».
1925 ç. Чăваш правительстви Максимов - Кошкинские чавашла
кино ÿкерес ĕçе йĕркелеме хушать. Кĕçех «Атăл пăлхавçисем» ,
«Сарпике», «Хура юпа», «Аппайка» чăвашла кинокартинасем
экран çине тухаççĕ. Уйрăмах «Чăваш çĕршывĕ», «Октябрь
тивлечĕ», «Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ 60 çул тултарни» ятлă
документла фильмсем чаваш халах историне ĕмĕрлĕхех асра
юлмалли произведенисем пулса тăчĕç.
1893-1975
Ф.П. Павлов – пултаруллă драматург,
прозаик тата поэт – лирик, ăста композитор








Федр Павлович Павлов – чăваш халах культури ÿсĕмĕн
кун – çулĕнче пала йĕр хăварнă çын. Унăн «Судра»
комедийĕпе «Ялта» драмине халĕ те хумханса пахаççĕ,
хавхаланса йышăнаççĕ. Вăл илемлетнĕ халах
юррисемпе хăй çырнă юррисене , музыка
произведенийĕсене киленсех итлеççĕ, юрлаççĕ,
калаçаççĕ.
39 çула çитичченех çĕре кĕнĕ Ф. Павловăн пурнăçĕ
хĕрÿ вăхăтра иртнĕ. Ф. Павловăн кун – çулне çак
тапхарсем çине уйăрма пулать:
Патăрьел – Иккасси тапхăрĕ ( 1892 – 1907);
Чĕмпĕр тапхарĕ ( 1907 – 1916);
Шемшер – Хусан тапхарĕ ( 1917 – 1920);
Шупашкар тапхарĕ ( 1920 – 1931).
Чĕмпĕр тапхăрĕ . Çав сулсенче Ф. Павлов пурнăçĕнче
пысăк улшанусем пулса иртеççĕ. Чĕмпĕр шкулне
веренсе пĕтерсен ăна Яковлев унтах ĕслеме хăварать.
Павлов чăваш ачисене юрлама вĕрентет, шкул Хорне
ертсе пырать.
Ф. Павлов пуçарнипе Шупашкарта музыка шкуле
усăлать. Хальх вахатра унан ячĕпе хисепленсе тарать.
1892 - 1931
•
Çапла ентĕ «И.Я. Яковлевăн
вĕренекенесем « темăна тишкерне май
эпĕ И.Я. Яковлеван тĕлĕнмелле пысăк
ĕçсемпе паллашрăм. Вăл уçнă шкултан
поэтсем те, композиторсем те ăсчахсем
те вĕренсе тухнă, Чаваш халăхне çутта
кăларассишĕн тăрăшнă. Ф.П. Павлов
калани тÿрре килчĕ:
•
•
•
•
•
Ĕмĕтлентĕм малалла
Усси пулĕ – ши тесе
Усси пулчĕ пулмалла
Тухрĕ чапĕ çавранса
(И. Ахрат «Кăвак çутă»
кенекерен)
•
•
•
•
•
•
Ĕç халăхне çутта кăларас телĕшпе çавăнашкал
нумай енлĕн тăрăшнин тĕслĕхсем тĕнче культурин
кун – çулĕнче те сахал. И.Я. Яковлев чаваш халах
аталанавне чĕртекенĕ , унăн культурине çÿле
çеклекенĕ, чăваш хресченĕсене политика ,
экономика тата ас – хакалпа нравственность
тĕлĕшĕнчен хавхалантаракане пулнă. Валдах – çут
ĕçĕн , культурăн тата наукăн чăн – чăн центрĕ.
И.Я. Яковлев – чăвашсен малтанхи поэчĕсен ,
прозаикĕсен, артисчĕсен вĕрентекенĕ. Вăл хăх те
поэт, прозаик, тăлмач, редактор, издатель.
Кашни ялтах вал ыра ят хăварнă, кашни çынах пĕлет
халь ун çинчен.
Юлашкинчен манн хамăн ĕçĕме А. Алкан сăввипе
вĕçлес килет:
Вăл акă, чăваш Прометейĕ,
Пире букварь панă этем!
Кам тек халаха мескен тейе?
Сутате асне чер челхем.
Сав сута – пелулех сути
Шатса чашал тухре калча
Тешши тулче, кече тути.
Тайма пус Иван Яккальча
Download