КĂМПА – ВĂРМАН ПУЯНЛĂХĔ Çиес килсен çимелле Çимешкӗн те пӗлмелле! Эсир кăмпасене паллатăр-и? КИЛТИ ĔÇЕ ТĔРĔСЛЕНИ ВАТТИСЕМ СĂНАНИНЧЕН • Çулла тӗтре пулсах тӑрсан кӑрӑç нумай пулать. • Ача ӳксе хӑрасан тата чӑхсем çӑмарта пусма сивӗнсен чӑвашсем юман кӑмпипе усӑ курнӑ. • Шӑна кӑмпи çиес мар, шӑна кулли пулас мар! • Палламан кӑмпана карçинккана ан хур! • Шӑна кӑмпи ӳснӗ вырӑнта çимелли кӑмпа нумай ӳсет. • Кӑмпа ашпа пӗр шайра. ТУПМАЛЛИ ЮМАХСЕМ •Пĕчĕкскер, хитрескер, çĕр мăкăртса тухнăскер, пурçăн тутăр çыхнăскер; •Çĕр айĕнчен шлепке тăхăнса тухать; •Ури пур, пушмакĕ çук, шлепки пур, пуçĕ çук. Мĕн вăл? •Шăп-шăкăрин пĕчĕк кин, пурте пĕр пек тумланнă; •Пĕр ураллă пукане ялан пĕр пек шлепкепе; •Çерем çинче кайăк хур карта çавăрнă (çерем кăмпи); •Тунката тавра шлепке лартса тухнă (уплюнкка); •Пĕчĕкçеççĕ паттăр çĕр витĕр тухрĕ-тухрĕ, хĕрлĕ çĕлĕк тăхăнчĕ (хĕрлĕ кăрăç); СĂВĂСЕМ Юманлӑхра - юман ай, Хурӑнлӑхра – хурӑн ай. Йышлӑ ӑвӑс кӑмписем, Йышлӑ шӗшкӗ кӑмписем. Тат масла, тат шур кӑмпа – Тапса тухнӑ ушкӑнпах. Ут тути те шакӑрах, Васкаса пуçтарӑрах. Тӗмеске çинчи çулçа Патакпа сирсем кӑштах – Пилӗк-ултӑ кӑрӑçа Эс тупатӑн çавӑнтах. Илӗртет шӑна кӑмпи, Хӗрлӗскер хӑй, капӑр пит. Татас çук эпир ӑна – Наркӑмӑшлӑ кӑмпана. Пӑнтӑр-пӑнтӑр, пӑнтӑр-пӑнтӑр! Хам вылятӑп, хам ташлатӑп. Кӗркунне кӑçал пит мӑнтӑр, Уншӑн эпӗ савӑнатӑп. Кама- мӑйӑр, кама – çӗмӗрт, Е пилеш, шӑлан, палан. Шур кӑмпа тесессӗн – хатӗр, Хыр кӑмпи те пур паян. Кама кирлӗ, йӑлт пуçтарӑр – Темӗн те пур вӑрманта, Эй, атьсемӗр, часрах пуçтарӑр, Васкӑр кунтӑкпа кунта. КĂМПАПА ĂШАЛАНĂ ÇĂМАРТА Тăварланă кăмпана вĕтĕ тураса çупа ăшалаççĕ.Туранă сухан, çăмарта хушаççĕ. Тăвар сапса, çăмарта шурри хытиччен вут çинче тытмалла. Хатĕр апата укроп, петрушка сапса парсан аван. Пĕр порцие 2 çăмарта, 100 гр. кăмпа, сар çу, тăвар, 1 пуç сухан çитет. ГРАММАТИКА ТЕМИ СУЩЕСТВИТЕЛЬНЫЕ В КАЧЕСТВЕ ОПРЕДЕЛЕНИЯ При определяемом слове появляется аффикс принадлежности 3 лица. Определяющее слово остается неизменным. К словам с конечным гласным добавляется аффикс 3 лица – И. При этом конечный гласный слова перед аффиксом -И выпадает. К словам с конечным согласным добавляется аффикс 3 лица – Е. Кӑмпа шлепки Туни Шӑрши Яшки Тути • • • • • Кӑмпа вӑрманӗ вырӑнӗ сӗткенӗ тӗсӗ Кӑмпа хыр айӗнче ӳснӗ пулсан унӑн шлепк… хыр хуппи тӗслӗ пулать. Кӑмпа шлепкине çӗçӗпе кассан сӗткен… тухать. Шур кӑмпан тун… патвар. Кӑмпа яшк… калори енӗпе аш яшкинчен те ирттерет теççӗ. Эпӗ кӑмпа яшк… ҫиме юрататӑп. Кану саманчě Утрӗ шур мулкачӗ Кӳршӗ вӑрмана. Татас, ӑшалас тет Тутлӑ кӑмпана. Сике-сике чупнӑ чух Хӑлхисене вырттарать. Икӗ уран тӑнӑ чух Хӑлхисене чанк тытать. КĂМПА – ВĂРМАН ЫРЛĂХĔ Кӑмпасем вӑрманта, ҫаран ҫинче, теплицӑра ӳсеҫҫӗ. Вӗсем икӗ ушкӑна пайланаҫҫӗ: ҫимелли тата наркӑмӑшли. Кӑмпана нӳрӗк те, ӑшӑ та кирлӗ. Ӑшӑ ҫумӑрлӑ ҫанталӑкра кӑмпа минутра пилӗк миллиметр таран ӳсет. Кӑмпасем пӗччен ӳсмеҫҫӗ: ушкӑнпа, черетпе, карти-картипе. Тӗсӗпе те тӗрлӗрен пулаҫҫӗ. Хыр хуппи, симӗс чӑрӑш хуппи тӗслисем, хӗрлӗ ӑвӑс ҫулҫи, сарӑ хурӑн ҫулҫи, хӑмӑр юман ҫулҫи тӗслисем. Чернил пек кӑваккисем, юр пек шуррисем, кӑмрӑк пек хурисем. Кашни кӑмпан хӑйӗн юратнӑ вырӑнӗ пур. Ӑвӑс кӑмпи ӑвӑс айӗнче, хыр кӑмпи, сарӑ кӑмпа, шурӑ кӑмпа хырлӑхра, хурӑн кӑмпи хурӑн айӗнче, ҫерем ҫинче карта кӑмпи, тунката ҫинче уплюнкка ӳсеҫҫӗ. Теплицӑра вара – каска кӑмпи тата шампиньон. Кӑмпана татма пӗлмелле. Унӑн тымарне тӑпӑлтараса кӑларма юрамасть, вӑл тепӗр ҫул ку вырӑнтан ҫухалма пултарать. Кӑмпа шлепкине ҫӗҫӗпе касса илмелле. Ҫул хӗрринче ӳсекен кӑмпасене татма юрамасть. Вӗсем ҫын сывлӑхӗшӗн сиенлӗ. Наркӑмӑшлӑ, ватӑ, хуртлӑ кӑмпана карҫинккана ан хур! Кӑмпана ӑшалаҫҫӗ, типӗтеҫҫӗ, тӑварлаҫҫӗ, маринадлаҫҫӗ. Кӑмпаран тӗрлӗ апат хатӗрлеҫҫӗ: кӑмпа яшки, шаркку, пицца, салат. Кӑмпасем тӗрлӗ витаминсемпе тата микроэлементсемпе пуян. Сӑмахран, унра белок, ҫу, кали, фосфор, аминокислота пур. Ҫапла, кӑмпана татма пӗлсен вӑл пирӗн сывлӑхшӑн усӑллӑ, паха ҫимӗҫ пулса тӑрать. СЛОВАРЬ ĔÇĔ • • • • • Нурӗк – влага Кӑмрӑк – уголь Сиенлӗ – вредный Карта кӑмпи – луговые опята Тӑпӑлтарса кӑларма юрамасть – нельзя вырывать корнями • Çаран – на лугу • Паха çимӗç – качественный продукт • Çерем çинче – на земле СИНКВЭЙН Кӑмпа Тутлӑ, усӑллӑ Пӗçереççӗ, ӑшалаççӗ, типӗтеççӗ Кӑмпана татма пӗлмелле Вӑрман пуянлӑхӗ Панӑ сӑмахсенчен предложени тӑвӑр • • • • • • • Пуянлӑхӗ, çут çанталӑк, кӑмпа Тӗрлӗ ,ӳсет, кӑмпа, патра, пирӗн Хатӗрлеççӗ, çынсем, апат, тутлӑ, кӑмпаран Тутлӑ, шурӑ, кӑмпа, усӑллӑ Каска, теплицӑра, хӑвӑрт, кӑмпи, ӳсет Касса, кӑмпана, илеççӗ Пленкӑпа, ӑсатаççӗ , чӗркеççӗ те, ӑна, магазинсене • Пицца, пӗçереççӗ, кӑмпасенчен, тӗрлӗ Килти ĕç Пӗр-пӗр кӑмпа ÿкермелле те ун çинчен каласа пама хатӗрленмелле КĂМПА – ВĂРМАН ПУЯНЛĂХĔ